Ырӑ — Усал

 

1075Тур пулӑшсан — ӑнать, мур пулӑшсан — кӑнать.Турӑ — Шуйттан
1076Тур пулӑшсан ӗҫ пулать.Турӑ — Шуйттан
1077Тур пулӑшсан мур та ҫӗнеймест.Турӑ — Шуйттан
1078Тур пулӑштӑр ӗмӗр вӗҫне тухма.Турӑ — Шуйттан
1079Тур пулӑштӑр ыр курма.Турӑ — Шуйттан
1080Тур савнӑ ҫын самӑр пулать.Турӑ — Шуйттан
1335Тур сиплӗхӗ турхана ҫех пулӑшать.Турӑ — Этем
1081Тур сирнипе инкек сирӗлмест.Турӑ — Шуйттан
1082Тур сыхлани ху сыхланине ҫитес ҫук.Турӑ — Шуйттан
1057Тур хӑйне хӑй тасатать.Турӑ — Шуйттан
712Тур хушнӑ виҫерен иртме ҫук.Ырӑ — Усал
713Тур япали ҫылӑхсӑр.Ырӑ — Усал
1336Турӑ — аякра, патша — катара.Турӑ — Этем
1199Турӑ — чӑннипе, усал — ултавпа.Турӑ — Шуйттан
1085Турӑ аллинче кун нумай та, пирӗн тӗле мар.Турӑ — Шуйттан
1086Турӑ анчах ҫылӑхсӑр.Турӑ — Шуйттан
1315Турӑ арҫын кӑмӑллӑ, Пӳлӗхҫӗ хӗрарӑм кӑмӑллӑ теҫҫӗ.Турӑ — Пӳлӗх
1087Турӑ ашак кӗлтунине итлес пулсан ашак ҫинче ларса пыракан ҫавӑнтах ӳксе юлмалла.Турӑ — Шуйттан
1088Турӑ аякра та, хӑлхи ҫывӑхра.Турӑ — Шуйттан
1089Турӑ валь парсан валюк та пулать.Турӑ — Шуйттан
1090Турӑ васкамасть.Турӑ — Шуйттан
1091Турӑ вӑл ӗненсен пур, ӗненмесен ҫук.Турӑ — Шуйттан
1093Турӑ вӑл пур текен ҫыншӑн пур, ҫук текен ҫыншӑн ҫук.Турӑ — Шуйттан
1092Турӑ вӑл тур лаша мар, куллен ӗҫе кӳлме ҫук.Турӑ — Шуйттан
1094Турӑ вырӑна тухса ҫӳремест, каяс ҫӗре ҫынна тара тытса ярать.Турӑ — Шуйттан
1095Турӑ ӗҫе юратать.Турӑ — Шуйттан
1096Турӑ ӗҫлекене юратать.Турӑ — Шуйттан
1097Турӑ ӗҫне турхан та пӗлсе пӗтерес ҫук.Турӑ — Шуйттан
1337Турӑ инкекрен хӑтарать, ҫын инкеке пулӑшать.Турӑ — Этем
1098Турӑ ирӗкӗнчен иртеймӗн.Турӑ — Шуйттан
1099Турӑ ирӗкӗнчен иртсе ҫӳҫ пӗрчи те тӑкӑнмасть.Турӑ — Шуйттан
1100Турӑ ирӗкӗпе тӗнче тӑрать, вӗреннипе ҫынсем пурнаҫҫӗ.Турӑ — Шуйттан
1338Турӑ йӑнӑшнине этем епле ан йӑнӑштӑр.Турӑ — Этем
1101Турӑ йывӑҫҫи туратлӑ пулать.Турӑ — Шуйттан
1102Турӑ каларӑш виҫҫӗ теҫҫӗ.Турӑ — Шуйттан
1103Турӑ калать тет: «Чухӑна хутаҫ ҫак, пуяна кушиле ҫак», — тесе.Турӑ — Шуйттан
1104Турӑ калать юлашки пӗрчине те ҫынна пама.Турӑ — Шуйттан
1105Турӑ кама памаллине пӗлет теҫҫӗ.Турӑ — Шуйттан
1106Турӑ канашӗ виҫҫӗ теҫҫӗ.Турӑ — Шуйттан
1339Турӑ каҫарӗччӗ те, патша каҫармасть.Турӑ — Этем
1107Турӑ кашкӑра упа вӑй, упана кашкӑр чӑрсӑрне паман.Турӑ — Шуйттан
1108Турӑ кашни ҫынна ҫак тӗнчере уйрӑм вырӑн панӑ.Турӑ — Шуйттан
1109Турӑ кун парать, вӑлах ҫиме те парать.Турӑ — Шуйттан
1112Турӑ курать те, васкамасть.Турӑ — Шуйттан
1113Турӑ курать те, час каламасть.Турӑ — Шуйттан
1111Турӑ курать, ҫырса пырать.Турӑ — Шуйттан
1110Турӑ курать: кам кама хур тӑвать.Турӑ — Шуйттан
1340Турӑ мар, патша ҫылӑх каҫарать.Турӑ — Этем
1114Турӑ мар, пуҫа хуйӑх шуратать.Турӑ — Шуйттан
1341Турӑ мар, ҫӳҫе патша шуратать.Турӑ — Этем